Республикӑри ял хуҫалӑхӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлеме тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 район ку ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӗмӗрле тата Улатӑр районӗсем ҫеҫ васкамаҫҫӗ-ха.
«Ольдеевский» хуҫалӑхра люцернӑна ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех ҫулма тытӑннӑ. Агрофирма ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑхӑтра ҫак курӑк чечек ҫурма хатӗрленет, ҫавӑнпа унта протеин нумай.
«Атлашевский» ял хуҫалӑх предприятийӗ те малта пыракансен йышӗнче. Унта 1 пин ытла тонна сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама вӗсем ҫӗнӗ комбайн туяннӑ.
Республикӑра пӗтӗмпе 600 пин тонна утӑ, 200 пин тонна силос, ҫавӑн чухлех сенаж хатӗрлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлемешкӗн Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсем малтан тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрута кӑларасшӑн. Кун пек тавӑҫпа республикӑн Арбитраж судне «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ.
Чӑн та, хапрӑкра ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине унта ӗҫлекенсем те палӑртаҫҫӗ. Чӑх-чӗпе темиҫешер кун апатсӑр усрани те юлашки вӑхӑтра пулать-мӗн. Апатне илсе килсен те чун тухасран памалӑх кӑна ҫитни пирки калаҫаҫҫӗ.
«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ ӗҫсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, Арбитраж судӗнче татах пур. Электроэнергишӗн кӑна хапрӑкӑн «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энергосбыт компанийӗ) обществӑна 2,5 миллион тенкӗ ытла тӳлемелле-мӗн. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсен ыйтӑвне суд ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5,5 пине яхӑн ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланать. Ваканси вара темиҫе хут нумайрах.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценрсенче паянхи куна 14,5 пин ваканси шутланать. Ведомство ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака-ҫу уйӑхӗсенче републикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ тӑрук чакнӑ. Ҫак тапхӑрта тӳрех 700 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Министерство панкрута тухма пултаракан предприятисене сӑнасах тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пулнӑ «Данон» савутра вӑй хунӑ ҫынсене пурне те ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫавах центр «пушӑ» юлмӗ, кунта кӗҫех «Чӑвашавтодор» ӗҫченӗсем килме тытӑнмалла.
Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекенсем тӗлӗшпе те питӗ тимлӗ. Халӗ 17 предприятире 7857 ҫын кунашкал мелпе тӑрӑшать. 7400 ҫын эрнере 4 кун тӑрӑшать. «Трактор савучӗсем» концернра тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем нумай.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ Канашра, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Шупашкар районӗнче ҫивӗч.
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫуллахи ялти спорт вӑййисен XVIII-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен пырса ҫитнӗ. Уяв ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене кӑна мар, спортпа туслӑ пур ҫынна та пӗрлештернӗ.
Ӑмӑртусем ир ирех пуҫланнӑ. Чи малтан старта утӑ ҫулакансем, механизаторсем, ӗне сӑвакансем тухнӑ.
Ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсенче спортсменсем спортӑн 16 енӗпе вӑй виҫнӗ. Утӑ ҫулассипе Вӑрнар районне ҫитекенни пулман: муниципалитет чысне Галина Павловӑпа Александр Политов ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗ кашни ҫул тӗрлӗ районпа хулара иртнине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ утӑ уйӑхӗнче Сарӑту облаҫне кайӗҫ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче аудиофайл вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑман иккен. Хайхине экстремистла материал тесе хакланӑ. 24 ҫулти каччӑ ҫапла майпа вара прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Унтисем ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ та ҫамрӑк тӗлӗшпе ӗҫе пӑхса тухма суда ярса панӑ.
24-ри каччӑ халӑх тетелӗнче юрӑхсӑр аудиофайл вырнаҫтарнине суд Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӗн 20.29-мӗш статйипе пӑхса тухса айӑпланӑ. Хӑйӗн страницинче кӑна пулин те, анчах пурте курмалла вырӑнта ун пек файл вырнаҫтарнӑшӑн ҫамрӑка 2 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Вула, район» ятпа урамри вулав вырӑнӗсем уҫнӑ. Шупашкарта та ун пеккисем уҫнӑ-ха, анчах районта хӑйӗн специфика иккенне кура ҫавна та шута илме тивет.
Район центрӗнче кӑна мар, ялсенчинче те ҫуллахи вулав вырӑнӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем кӗҫнерникунсерен ҫу каҫипех ҫынсене кӗтӗҫ.
Кӳкеҫре уҫӑ вырӑнти вулав залӗсене Тӗп вулавӑш умӗнчи лапамра, «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн Бичурин пахчинче тата Советски урамри 69-мӗш ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ ача-пӑча лаптӑкӗнче йӗркеленӗ.
Ҫуллахи вулав вырӑнӗсене район центрӗнче ӗнер уҫнӑ.
Мероприятин тӗп хӑни И. Ильфпа Е. Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗнчи Остап Бендер пулнӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсем кӗнекене кино ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗртме пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умӗнче ӳсӗр пулнишӗн ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Ку хыпара ZaRulem.ws автопорталта ҫырнӑ-мӗн.
Ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе хӑйне кӑнттам тытнӑ теҫҫӗ.
А226АА 21 патшалӑх номерӗллӗ «Nissan Teana» маркӑллӑ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ пуҫлӑх ӗҫне пӑхса тухма миравай тӳресен Шупашкар районӗнчи 2-мӗш участокне ярса панӑ. Ӗҫе хальлӗхе пӑхса тухса тухса татӑклӑ йышӑну тӑвайман иккен-ха: суд ларӑвне тӗрлӗ сӑлтава пула темиҫе хутчен те куҫарма тивнӗ.
Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Шӑрӑх кунсем ҫитрӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – шывра пӑтӑрмахсем пулнӑ.
Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Икӗ арҫын ача тата арҫын шывран тухайман.
Пӑтӑрмахсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Шахчӑр ялӗнче пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗвере 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна пулӑҫсем асӑрханӑ.
Тепӗр инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче пулнӑ. Унта 2006 тата 2011 ҫулта ҫуралнӑ ачасем путса вилнӗ. Халӗ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те оперативлӑ следстви мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ.
ЧР Прокуратурин ӗҫченӗсем Александр Петрович Лбовӑн вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ. Ӑна 1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн пӗрремӗш прокурорне лартнӑ.
Ку должноҫра вӑл 1928 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй ирӗкӗпех кайнӑ вӑл. Кайран халӑх хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ.
Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Лбова 1937 ҫулта арестленӗ. Вӑл контрреволюционер имӗш пулнӑ. Ӑна тӳрленмелли лагере 10 ҫуллӑха янӑ.
Ирӗке тухсан тепӗр икӗ ҫултан каллех арестленӗ. Контрреволюциллӗ пропагандӑпа тата агитаципе ӗҫленӗ тесе айӑпланӑ. Ӑна Красноярск крайне мӗн виличченех ссылкӑна ӑсатнӑ. 1956 ҫулта ӑна реабилитациленӗ те вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Александр Лбов 1975 ҫулта вилнӗ.
Пӗрремӗш прокурорӑн вилтӑпри — Шупашкар районӗнче. Вӑл унччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ.
Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне (праймеризне) пӗтӗмлетнӗ. Ку тӗлӗшпе пресс-конференци иртнӗ.
Парти списокӗнче РФ Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова мала тухнӑ. Уншӑн суйлава пынӑ ҫынсен 75 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗр мандатлӑ округсен ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Вӗсем — иккӗн. Канаш районӗпе Николай Малов мала тухнӑ (64%). Шупашкар районӗпе вара Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫӗнтернӗ. Уншӑн 84 проценчӗ сасӑланӑ.
Республика ҫыннисем праймериза хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Раҫҫейӗпе илсен, Чӑваш Енре ку кӑтарту чи пысӑккисенчен пӗри. Леонид Черкесов умсуйлав йӗркеллӗ иртнине, суйлав участокӗсем лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.
Алена Аршинова хӑш-пӗр участокра черет пулнине каланӑ. Анчах ку, унӑн шухӑшӗпе, пирвайхи опыт пулнӑран ҫапла килсе тухнӑ. Малашне ку енӗпе кӑлтӑксем пулмасса шанать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |